Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Комсомольки районӗ

Персона

Комсомольски округӗнчи Владимир Мунтайкина «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ механизаторӗ» хисеплӗ ят панӑ. Ку наградӑна вӑл ял хуҫалӑх тытӑмӗнче нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн тивӗҫнӗ.

Шӑпа ӑна ҫамрӑк чухнех механизатор профессийӗ патне илсе ҫитернӗ – 1977 ҫулта «Урожай» колхозра ӗҫлеме тытӑннӑ. Канашри училищӗре професси илсен, салтака кайса килсен хӑйӗн пурнӑҫне ял хуҫалӑхӗпе ҫыхӑнтарнӑ.

Халӗ кашни ир вӑл уя тухать, сехечӗ-сехечӗпе руль умӗнче ларать. Ака-суха-и, тыр-пул пухса кӗртмелле-и, выльӑх апачӗ хатӗрлемелле-и – йӑлтах лайӑх пурнӑҫлать Владимир Васильевич.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashiya_capru
 

Пӑтӑрмахсем
Алексей Самаркин
Алексей Самаркин

Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Алексей Самаркин тӗлӗшпе кӑларнӑ пуҫиле ӗҫ саккунлӑ вӑя кӗнӗ.

Аса илтерер, экс-пуҫлӑха ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн айӑпланӑччӗ. Малтанласа суд ӑна 40 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑччӗ. Кунсӑр пуҫне ӑна вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенче 2 ҫул ӗҫлеме чарнӑччӗ. Суд тата следстви палӑртнӑ тӑрӑх, 2016 ҫулхи кӗркунне Алексей Самаркин администраци ҫыннисене ӗҫ вӑхӑтӗнчех хресчен-фермер хуҫалӑхӗ тара илнӗ ҫӗр лаптӑкӗ ҫине ҫӗрулми пуҫтарма янӑ. Ҫав ҫӗре Самаркинӑн тӑванӗсем тара тытнӑ, ҫӗрулми лартса ӳстернӗ иккен.

Елчӗк район сучӗн йышӑнӑвӗпе килӗшмесӗр экс-пуҫлӑх апелляци ҫӑхавӗ ҫырнӑ. Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ штраф виҫине 10 пин тенкӗ чакарса 30 пин тенкӗ хӑварнӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 29

1848
178
Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1903
123
Тихӑн Петӗркки, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1991
35
Яковлев Владимир Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2008
18
Петров Николай Петрович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та